Абзацсене пушӑ йӗркепе уйӑрмалла.
Пушӑ йӗрке тумасан вӑл йӗркесем пӗр-пӗринчен ҫӗнӗ йӗркене куҫаракан тэгпа (<br>) уйӑрӑлӗҫ.
Малта, йӗрке пуҫламӑшӗнче, «:» (икӗ пӑнчӑ) лартсан малта отступ йӗркеленӗ. Миҫе лартатӑр — ҫавӑн чухлӗ ытларах пулӗ (кунта пӗр икӗ пӑнчӑ кӑна).
Абзац умӗнче «<<» лартсан текст сулахаялла вырнаҫӑнӗ. «>>» — сылтӑмалла; «<>» — пӗтӗм сарлакӑшӗпе; «><» — варринелле.
Абзац умӗнче {{стиль}} ҫырса абзацра хӑвара кирлӗ CSS стильсемпе усӑ курма май пур. Кунта, тӗслӗх пек «text-decoration-line: overline;» стильпе усӑ курнӑ.
__Текст__ — «Текст» ятлӑ каҫӑ хатӗрлеме.
__Текст|Ӑнлантару__ — «Текст» ятлӑ каҫӑ хатӗрленӗ, Курӑнасса вара «Ӑнлантару» пек курӑнӗ.
__cv:Чӑвашла текст__ — Тепӗр чӗлхе версийӗнчи статьяпа ҫыхӑнтаракан каҫӑ. Чӗлхе кочӗсем: cv — чӑвашла, ru — вырӑсла, en — акӑлчанла, eo — эсперантолла.
**Текст** — хулӑмпа палӑртасси.
~~Текст~~ — текста тайлӑклатасси.
==Текст== — 1-мӗш шайри пуҫелӗк (<h3>Текст</h3>).
===Текст=== — 2-мӗш шайри пуҫелӗк (<h4>Текст</h4>).
Тек^^ст^^ — Текст — текста ҫӳллӗ регистра пичетлесси (<sup>ст</sup>).
* Текст — список пек курӑнӗ.
%red%Текст%/red% — текста пӗр-пӗр тӗспе уйӑрма.
%%red%%Текст%%/red%% — текстӑн хыҫалти тӗсне палӑртма.
--- — йӗр ӳкерме (виҫӗ дефис):
текст
??цитата??
текст
— цитатӑлама
йӗрке пуҫламӑшӗнче икӗ ыйту палли, кайран цитата, ун хыҫҫӑн каллех икӗ ыйту палли, вара ҫӗнӗ йӗрке
::IMG:ӳкерчӗк:: — ӳкерчӗк.
::IMG:ӳкерчӗк:тӗрлӗ параметрсем (: урлӑ уйӑрӑлаҫҫӗ):: — тӗрлӗ параметрлӑ ӳкерчӗк. Параметрсем: 000px (0 вырӑнне — число) ӳкерчӗк сарлакӑшӗ; center,left,right - ӑҫталла вырнаҫтарасси; ытти чухне — ӳкерчӗкӗн анлӑ ӑнлантарӑвӗ пек шутланать. Тӗслӗхрен: ::IMG:/image.jpg:200px:right::.
Таблица вырнаҫтармалли майсем пур, анчах унӑн кочӗ ытла кӑткӑс.
Хӑш-пӗр япалана < html> </html > тэгсемпе (пушпаллисем кирлӗ мар) усӑ курса кӗртме май пур.
Хӑш-пӗр капӑрлатусене CSS стилӗсемпе усӑ курса тума пулать (калӑпӑр, темиҫе колонкӑпа калӑплама, шрифт виҫине улӑштарма тата ытти те). Кунта вара пӗтӗм абзац валли шупка сарӑ тӗс тунӑ, тата шалта 15 пиксель отступ йӗркеленӗ: {{background-color: #ffcb0030;padding: 15px;}}.
Видео вырнаҫтарма май ҫук.
Цифрлӑ списоксем вырнаҫтарма май ҫук. Пуҫелӗк иккӗ кӑна (h3 тата h4).